Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Канаш районӗ

Сывлӑх

Ҫак уйӑхра Канаш район пульницинче ватӑ ҫынсен пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Гериатри пӳлӗмӗ 75 ҫул урлӑ каҫнисене йышӑнать. Ӑна аслӑ ҫулхисем валли «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ.

Гериатри пӳлӗмӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ пулӑшӑва унта 12 ҫынна кӳнӗ те.

Гериатри пӳлӗмӗнче Канаш хулинче, Канаш тата Йӗпреҫ районӗсенче пурӑнакан ватӑсене йышӑнаҫҫӗ. Пӳлӗмре 10 койка вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, гериатрсем ватӑсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Канашри район пульницинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Вӑл учрежденин инфекци тата терапи уйрӑмӗсем епле ӗҫленипе, хирурги уйрӑмне юсанипе паллашнӑ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.

Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.

Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61027
 

Культура

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль «Мӗн-ши вӑл телей?» ятлӑ. Постановкӑна пьеса авторӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Спектакле Наталия Сергеева режиссер хатӗрленӗ. Лирикӑллӑ драма «юрату» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пирки тепӗр хутчен шухӑша путма хистӗ. «Вӑл кураканшӑн кӑна мар, автор ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулӗ», - тенӗ режиссер.

Театр Николай Терентьеван пьесисене пӗрре мар сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 пьесӑран кая мар ҫырнӑ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 2014 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
sledcom.ru сайтри сӑн
sledcom.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60908
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.

Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/60621
 

Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем, тата тӗрӗсрех каласан, тыр-пул туса илекенсем, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра хытах нушаланни вӑрттӑнлӑх мар. Тар такса ӳстернӗ тыр-пула тӗшӗлӗсе кӗртнипех ӗҫ вӗҫленмест-ҫке. Ӑна типӗтмелле. Сушилкӑсем вара пур хуҫалӑхра та ҫук.

Канаш районӗнчи «Родина» хуҫалӑхра кӑҫал конвейер йышши сушилкӑна хута янӑ. Унпа халӗ усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫӗнӗлле сушилкӑпа паллаштарас тесе республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене маларах каланӑ хуҫалӑха пухнӑ. Асӑннӑ оборудование Воронежра туса кӑлараҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ытти хуҫалӑхра шахта, бункер тата каруҫҫел йышшисемпе усӑ кураҫҫӗ. Конвейерли хӑвӑрт, пӗр пек тата хӑвӑрт типӗтет, энергие те перекетлӗ тӑкаклать тесе ӗнентереҫҫӗ.

 

Республикӑра
newizv.ru сайтри сӑн
newizv.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач тата раштав уйӑхӗсенче, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗчӗк мӑнукне ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ку йӑлтах асӑннӑ районти пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупса усранӑ.

Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен лайӑхах пулнине ҫирӗплетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60531
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ чух, уҫма палӑртаҫҫӗ.

Шӑхасанти парка «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Палӑкпа юнашар Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсене ҫырна стена лартасшӑн. Ҫуркунне парка чечексем лартса илемлетесшӗн.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре пӗтӗмпе 1382 асӑну объекчӗ шутланать.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртнӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫитнине халалланӑ.

Кризис вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем сӳннӗ, халӗ вӗсене ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ. «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем» поэзи фестивалӗ Валери Туркай пуҫарнипе йӗркеленнӗ. Пӗрремӗш хутчен вӑл 1996 ҫулта иртнӗ. Фестиваль пулас поэтсен шкулӗ пулса тӑнӑ.

Кӑҫал фестивале сӑвӑ вулама тӗрлӗ районтан килнӗ. Хӑнасене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте шала кӗнӗ, поэт пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче икӗ хутлӑ культура ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна иртнӗ ҫул хӑпартма пуҫланӑ. Строительство ӗҫӗсем епле шайра пулнипе паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ.

Культура ҫурчӗн строительствипе паллашасшӑнах кайман-тӑр-ха республика ертӳҫи. Михаил Игнатьев ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.

Регион ертӳҫи паллашнӑ вырӑнти объектсенчен пӗри Шӑхасанти культура ҫурчӗ пулнӑ та. Культура керменне строительсем ҫывӑх кунсенче туса пӗтерме шантарнӑ. Унта вырӑнти аграрисем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен професси уявне палӑртасшӑн.

Ҫурт хӑтлӑ, ҫутӑ, илемлӗ. Чи кирли — ӑна йӗркеллӗ ӗҫлеттересси. Культура ҫуртне пушӑ лартмалла маррине Михаил Игнатьев Элтепер те асӑрхаттарса каланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ... 90
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та